Чӑваш Енри пульницӑсен ӗҫне Мускаври экспертсем хакланӑ.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Андреева тата РФ Сывлӑх сыхлав министерствин регионсемпе тата канашламалли органсемпе ӗҫлекен пайӗ пуҫлӑхӗ Олег Филиппов 12 медучрежденире пулнӑ. Вӗсем пирӗн республикӑра ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ӗҫленӗ.
Специалистсем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезированин центрӗнче (сӑнӳкерчӗкре), Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртекен тытӑмӗн 21-мӗш медсанчаҫӗнче, Федерацин медицинӑпа биологи агентствин 29-мӗш медсанчаҫӗнче, РФ ШӖМӗн медсанчаҫӗнче пулнӑ. Федераци пӗлтерӗшлӗ пульницӑсемсӗр пуҫне экспертсем Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав мнистерствине пӑхӑнакан учрежденисене те: Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти, Йӗпреҫри, Элӗкри тата Вӑрнар районӗсенчи пульницӑсене, Республикӑри клиника пульницине, Республикӑри онкодиспансера тата Республикӑн ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ.
Чӑваш Енри пульницӑсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе тивӗҫтермелле. Меслечӗсем тӗрлӗрен. Ҫав шутра — унччен урӑх ҫӗре тухса кайнисене илсе килни те.
«Медвестник» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла хушӑва ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан сиплевпе профилактика учрежденийӗсене ҫитернӗ. Мӗн туса иритерни пирки лешсен авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче отчет тумалла. Тӗп врачсене пульницӑсенчи психологсене коллективпа калаҫтарма сӗннӗ. Ӗҫрен каяс текен врачсемпе тӗп врачсен хӑйсен сӑмахламалла.
Чӑваш Енри пульницӑсенче медицина сестри, врач пулса ӗҫленисем юлашки ҫулсенче Мускава пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайни вӑрттӑнлӑх мар. Уйрӑм ҫын больницисене суйлакансем те пур. Ҫав вӑхӑтрах поликлиникӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, диспансеризацие каҫсерен тата шӑматкунсерен те тухма пулать.
Паян ЧР Правительствин планеркинче (ӑна Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ) диспансеризаци кӑларассине кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле йӗркеленине сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов сӑмах илнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра 114 пин ҫынна диспансеризаци кӑларнӑ. Хушма тӗрӗслевсем витӗр тухма сӗннисем ҫав шутра — 40 процент.
Вӑйпиттисемех (тӗрӗсленнисенечн 57%) вӑраха кайнӑ чирсемпе чирлине палӑртнӑ. Усал шыҫӑпа аптӑракансене 199 ҫынна шута илнӗ. Вӑл шутран 69-шӗ — вӑйпиттисем. Усал шыҫҫа 1-2 стадире палӑртасси диспансеризацие пула 66 процент нумайланнӑ.
Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑваш диаспорин ачисем Шупашкара пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем валли кӑҫал та «Эткер» этнокультура уйлӑхӗ ӗҫлӗ.
Ачасене хальхинче ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторийӗнче утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикине Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар, Тӗмен тата Чулхула облаҫӗсенчи 37 ача килсе ҫитмелле. Вӗсем — чӑваш челхипе тата культурипе тӗрлӗ олимпиадӑра тата конкурсра ҫӗнтернӗскерсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекен шкулсенчи чи пултаруллӑ ачасем. Вӗсемпе пӗрле хамӑр регионти маттур арҫын ачасемпе хӗрачасем те канӗҫ.
Республикӑри наркологи пульницинче — ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Тӗп врач пулма Елена Калининӑна шаннӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, паллаштарнӑ. Елена Калинина унччен Республикӑри психиатри пульницин тӗп тухтӑрӗнче ӗҫленӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗ пирки республикӑн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина ырӑ сӑмахсемпе палӑртса коллектив умӗнче тухса калаҫнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: наркодиспансерӑн унчченхи тӗп врачӗ Михаил Чепурной ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе тӗпчев пуҫарнӑ.
Психиатри пульницинче ӗҫлекенсем хӑйсен ертӳҫипе хумханса сывпуллашнӑ. Елена Калинина ӗҫтешӗсене чунтан тав тунӑ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ертӳҫӗ тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама тӗп врачӑн медицина енӗпе ӗҫлекен ҫумне Александр Руссова шаннӑ. Каярах конкурс ирттерсе ҫӗнӗ ертӳҫӗне палӑртӗҫ.
Чӑваш Енри мануллӑ терапевтсем Китайри тухтӑрсенчен вӗренӗҫ. Китайри йӑлана кӗнӗ медицина вӑрттӑнлӑхне уҫма пирӗн республикӑна асӑннӑ ҫӗршыври Аньхой провинцийӗнчи Анцинь хулинчи аслӑ медицина коллеждӗн преподавателӗсем Пэй Минь тата У Фэй килсе ҫитнӗ.
Китайри ӑстасене Шупашкара И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ йыхравланӑ. Кӑҫалхи ҫуркунне ҫав икӗ вӗренӳ заведенийӗ килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем ятарлӑ килӗшӳ туса алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Пирӗн республикӑри мануллӑ терапевтсене Китайри Пэй Минь тата У Фэй «Чувашиякурорт» (чӑв. Чӑвашенкурорт) санаторинче вӗрентӗҫ.
Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Медведев ҫӗршыври мӗнпур ҫынна диспансеризаци кӑларасси ҫинчен хушу кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсем патне 21 ҫултан аслӑраххисен тата ҫул виҫҫе пайланакансен каймалла.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра тепӗр йышӑну турӗҫ. Ӗҫлекен ҫынсен кашни виҫӗ ҫулта пӗрре диспансеризаци тухмашкӑн пӗр кану кунӗ илме ирӗк пур. Ҫав куншӑн вӗсене шалу тӳлемелле. Пенси умӗнхи ҫулӗнчисене ҫак тӗллевпе ҫулсерен икшер кун кантармалла.
Пӗтӗм Раҫҫейри диспансеризацие 2019 тата 2020 ҫулсенче ирттермелле.
Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Татьяна Голикова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 40 ҫултан аслӑраххисене диспансеризаци тӗрӗслевӗ витӗр ҫулсерен кӑларӗҫ.
Шупашкар район пульницин тӗп тухтӑрӗ пулма унччен ҫак енӗпе тимленӗ ҫынна, Михаил Алексеева, шаннӑ. Пуҫлӑха ҫӗнӗрен лартнӑскерпе коллектива республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ӗнер паллаштарнӑ. сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев та пулнӑ. Министрпа район ертӳҫи пульницӑри юсав ӗҫӗ епле пынипе паллашнӑ, кайран коллективпа пуху ирттернӗ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Шупашкар район пульницнче Михаил Алексеев 2011-2014 ҫулсенче тӗп врач тилхепине тытса пынӑ. Вӑл — Шупашкар район ҫынниех. Ӗҫ биографине те районти тӗп пульницӑра пуҫланӑ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн фельдшерӗ пулнӑ, хирурги енӗпе интерн-врачра тӑрӑшнӑ, каярах — хирург-травматологра, травматолог-ортопедра.
Чӑваш Енре 100 ҫулхи суккӑр ватта операци тунӑ. Ҫавскерӗн куҫне шур илнӗ. Пӗр куҫа ҫеҫ мар, иккӗшне те. Ытларах чухне катаракта ватӑ ҫынсен чирӗ теҫҫӗ. Операци тутарас текенсен чӗре ҫирӗп пулни, юн пусӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи старике Республикӑн офтальмологи пульницинче операци тунӑ. Ваттӑ ҫынна куракан тӑваканни — пульницӑн тӗп врачӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп офтальмологӗ Дмитрий Арсютов.
Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, сӗм суккӑр пациент операци хыҫҫӑн тепӗр куннех курма пуҫланӑ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑйӗн хӗрне тата медицина сестрисене хитре сӑмахпа хавхалантарма тытӑннӑ.
Ватӑ ҫынна пульницӑран ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Шупашкарти пульницӑсенче черетлӗ хутчен Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Хальхинче вӑл ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Республикари клиника пульницин (Мускав проспекчӗ, 11-мӗш ҫурт) ҫынсене акушер-гинеколог тата невролог-эпилептолог йышӑнӗҫ. Вӗсем патне лекес тесен Call-центр урлӑ 45-95-58 номерпе шӑнкӑравламалла.
Хулари иккӗмӗш пульницӑра та Уҫа алӑксен кунӗ иртӗ. Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 53-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ 1-мӗш номерлӗ поликлиникӑра кӑкӑр органӗсен флюорографине тутарма пулать. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен йышӑнӗҫ. Рентген пӳлӗмӗ вара ирхи 8-тан 13 сехетченех ӗҫлӗ. Акушер-гинеколог, невролог, травматолог, офтальмолог кӑнтӑрла иртни 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Вӗсем патне лекес тесен электрон регистратура урлӑ малтанах ҫырӑнмалла.
Хулари тӗп пульницӑра невролог, офтальмолог, хирург, травматолог, уролог, эндокринолог, дерматолог, гинеколог, кардиолог, аллерголог, нефролог, ревматолог, пульмонолог, гастроэнтеролог, гериатр тата ытти хӑш-пӗр врач патне лекме май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |